Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуҫӗ вара тутарӑнни пек шакла

Кӳршӗпе кӳршӗ, питӗ килӗштерсе пурӑнакансем, пӗрле кӗрӗпӗр тесе мунча хутса янӑ та вӑл пуласса кӗтеҫҫӗ. Унччен вӑхӑт пур-ха. Вара вӗсенчен пӗри: "Ну, мӗн тӑватпӑр, мунча пуличчен ачасен ҫӳҫне касса ярар мар-и, кӗҫех ҫулла пулать, ҫӳҫ текех кирлӗ мар вӗсене", — тет.
— Килӗшмелле, тӗрӗс калатӑн, — сапӑр пулать кӳрши. — Апла пулсан вӗсене урамран чӗнсе кӗртес.
Акӑ шӑпӑрлансем пухӑнса та ҫитнӗ, ашшӗсем ачисен ҫӳҫне машинкӑпа ним юлмиччен, шакла пуличченех илсе яраҫҫӗ, вара хӑйсене те мӗнле килӗшет, ҫапла кастарса тирпейлеме тытӑнаҫҫӗ.
— Атя сана та ачасенни пек шакла туса яратӑп, тутар пуҫӗ пек ҫап-ҫутӑ пултӑр, йӗкӗлтет пӗр кӳршине тепри.
— Аташса ан тӑр-ха, чипер калаҫ. Мӗн, эпӗ тутар мар пулӗ шакла пуҫлӑ пулма, — кӑшт кӑмӑлсӑрланать кӳрши. — Малтан мӗнле пулнӑ, ҫаплах хӑвар.
Мӗншӗн-ха кӳрши ҫӳҫ касма пуҫличчен "вырӑссенни пек е ҫармӑссенни пек" темерӗ, шӑпах тутар пуҫӗ пек шакла касса яратӑп тесе йӗкӗлтесе илчӗ?
Ҫапла калассин вӑрттӑнлӑхӗ сӗм аваллӑхпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Историрен пурте пӗлетпӗр: тутар-монгол эшкерӗсем вун виҫҫӗмӗш ӗмӗртех вӑрҫӑпа тапӑнса тӗрлӗ халӑха пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне парӑнтарса, тыткӑна илсе, нуша кӑтартса, темиҫе ӗмӗрсен хушши хырҫӑ-ясак тӳлеттерсе асаплантарса пурӑннӑ. Вӗсен питӗ вӑрӑм ҫула тухмалла пулнӑ. Походри вӑрҫӑ ҫыннисен шучӗ темиҫе вун-вун пинрен те иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсене тӑрантармалла, тумлантармалла пулнӑ. Ҫакна вӗсем вӑрӑ-хурахсен йӑлипе ҫаратса, майлаштаркаласа пынӑ-ха. Анчах вӑрҫа хутшӑннӑ ҫынсемшӗн чи хӑрушши — шатраллӑ тиф, пыйтӑпа ҫыхӑннӑ тиф, вар тифӗ пулнӑ. Похода тухнӑ тутар-монголсене хӑйсене те вӑрҫӑ асапӗсене тӳссе-чӑтса ирттерме пӗрре те ҫӑмӑл килмен. Ҫакӑ уйрӑмах шӑрӑх кунсенче палӑрнӑ. Вӗри ҫанталӑка чӑтаймасӑр ҫынсем шутсӑр тарланӑ, чӑм шыва ӳкнӗ. Ҫавӑнпа вӑхӑчӗ те пулман, ҫавна пула весен хушшинче пыйтӑ чирӗ — тиф алхасма тытӑннӑ.
Ҫар пуҫлӑхӗсем ҫак муртан хӑтӑлас тесе похода хутшӑннӑ ҫыннӑн ҫӳҫне ним юлмиччен, шакла пуличченех кастарма ятарлӑ хушу кӑларнӑ.
Тутарсем хӑйсен ҫӳҫне тӗпренех, шакла пуличченех кастарас йӑла, куртӑмӑр ӗнтӗ, аваллӑхран пуҫласа, ламран лама куҫса пырса паянхи кунчченех сыхланса юлнӑ. Халӗ эпир хамӑр хушӑра кама та пулин ҫӳҫне шакла пуличченех кастарса янине курсан: "Пуҫу вара сан тутарӑнни пек шакла пулса тӑнӑ", — теме хӑнӑхнӑ.

Р. Чипунов
«Хыпар», 101 (24756)№, 2007, ҫу, 24


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-08 11:07:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3079 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем